Ӗнер ҫанталӑк сасартӑк улшӑнчӗ. Шартарса пӑхакан хӗвел ҫухалчӗ те, шарласа ҫумӑр ҫума пуҫларӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех усал хыпар ҫитрӗ: Михаил Константинович Волков куҫне хупнӑ иккен.
Пӗр ӳстермесӗрех ун пирки ҫапла калама пулать: ҫутта кӑларакан. Унӑн пӗтӗм ӗмӗрӗ ҫутӗҫӗнче иртрӗ. Малтан Михаил Константинович ачасене тӑван чӗлхене тата вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ, шкул директорӗнче тата роно инспекторӗнче вӑй хунӑ. Унтан чӗрӗк ӗмӗр хушши Раҫҫей Федерацийӗн ҫутӗҫ министерствин наци шкулӗсен ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн Чӑваш лабораторийӗнче ӗҫлерӗ. Вунпилӗк ҫула яхӑн ҫак учреждение ӑнӑҫлӑ ертсе пычӗ, ӑна «лаборатори» статусӗнчен «филиал» шайне ҫитерчӗ. Пӗччен тата ытти авторсемпе нумай-нумай вӗренӳ кӗнеки тата вӗрентӳ программи хатӗрлесе пачӗ. Вӗсен йышӗнче: «Чӑваш букварӗ», чӑваш шкулӗнчи I-IV классенче вӗренмелли «Вырӑс чӗлхи учебникӗ», букварь умӗнхи вӗрентӳ кӗнеки, букварь хыҫҫӑнхи «Тӑван чӗлхе», «Чӑваш чӗлхине иккӗмӗшле е ютла вӗрентессин меслетлӗхӗ».
Тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсене унпа хутшӑнма ҫӑмӑл пулман. Никамран та шикленсе тӑмастчӗ, сӑмахне тӳррӗн калатчӗ, тӑван чӗлхене тата йӑлана кӗнӗ орфографие ҫине тӑрса хӳтӗлетчӗ.
Иртнӗ уйӑхра, ҫӗртмере, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн пайташӗсем пурӗ 35 пин те 149 мӑшӑр хатӗрленӗ. Ку кӑтарту иртнӗ уйӑхринчен пӗчӗкрех пулин те (ҫу уйӑхӗнче 37 пин ытла турӑмӑр) ҫавах та сахалах мар. Тем тесен те хальхи вӑхӑтра пирӗн 455 пин мӑшӑр пур теме май пур.
Иртнӗ уйӑхра пирӗн корпус ҫак хайлавсемпе пуянланчӗ: Жюль Вернӑн «Грант капитан ачисемпе» (сӑмах май тӗнче тетелӗнче вырӑсла куҫару темиҫе те пур, пире вара вӑрҫӑччен тухни кирлӗччӗ — тавах Турра, ӑна тупма пултартӑмӑр, ҫавна май мӑшӑрлас ӗҫ хӑвӑрт пулчӗ), Николай Островскийӗн «Хурҫӑ мӗнле хӗрнипе», тата ытти хайлавсемпе. Унсӑр пуҫне тепӗр пысӑк ӗҫ те тӑвайрӑмӑр: тинех хамӑрӑн тӑлмачӑн серверне йӗркелесе ҫитерме май тупрӑмӑр. Ку ӗҫ валли, паллах, тӑкакланма та тиврӗ — 60 пин патнелле пӗтертӗмӗр. Халӗ вара вӑл пирӗн Rizen3800X процессорпа, 32 гигабайт асӑмпа ӗҫлет.
Малалли тӗллевсем те пирӗн пысӑках. Сӑмахран, хамӑрӑн куҫаруҫӑна бета-версине ҫитересси, хальхи уйӑхра та иртнӗ уйӑхринчен сахалтарах мар мӑшӑр тӑвасси. Кун валли пӗтӗмпех пур пирӗн: черетре Марк Твенӑн «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени», Рувим Фраерманӑн «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен» хайлавӗсем тӑраҫҫӗ.
Чӑваш ЕН Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика ертӳҫин тилхепине тытнӑ пӗрремӗш кнусенчен тытӑнса кашни ӗҫ эрнине пӗтӗмлетет. Ҫавна вӑл икӗ чӗлхепе хатӗрлет: чӑвашла тата вырӑсла. Кӗске видеора Олег Николаев иртсе кайнӑ ҫичӗ кунта асран юлмалли мӗн пулнине аса илет. Шӑматкун та ҫаплах тунӑ вӑл.
Хальхине вӑл: «Шел пулин те, ҫак эрне пӗтӗмлетӗвӗсене лайӑх мар хыпартан пуҫлама тивет», — тенинчен тытӑннӑ май республика ертӳҫи пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлни пирки асӑнса хӑварнӑ.
Инстаграма вырнаҫтарнӑ чӑвашла видеопӗтӗмлетӗве итлекенсенчен хӑшӗсем Олег Николаева чӑвашла калаҫнӑшӑн ӳпкелесе ҫырса тултарнӑ. Теприсем ӑна чӑвашла таса калаҫмасть тесе тиркенӗ.
Кӑшӑлвирус алхасма пуҫланине пула килте ларма тивнӗ чухне эпир «Антон Чехов чӑвашла» ӑмӑрту пуҫартӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.
Пурӗ ҫичӗ куҫару ярса пачӗҫ (ярса панӑ вӑхӑтпа):
• Алексей Леонтьев — «Мунчара» (В бане);
• Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя);
• Алина Иванова — «Тӑван кӗтесре» (В родном углу);
• Светлана Трофимова — «Кӳршӗсем» (Соседи);
• Альбина Кыран — «75000»;
• Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (Из воспоминаний идеалиста);
• Ишук Тавраш — «Кӑшкӑру палли» (Восклицательный знак).
Хаклав ӗҫне тӑваттӑн хутшӑнтӑмӑр: Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Валери Туркай тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников.
Пурин хаклавне те пӗрлештернӗ хыҫҫӑн малти вырӑна ҫак куҫарусем тухрӗҫ:
1-мӗш вырӑн: Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (ӑна 3000 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр);
2-мӗш вырӑн: Алексей Леонтьев — «Мунчара» (2000 тенкӗпе);
3-мӗш вырӑн: Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (1 пин тенкӗпе).
Хаклавпа туллин кунта паллашма пулать.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
«Вӑрман хӑртрӑм...» «Эх тур-тур, ҫав усал ҫын кашнинех сӑмахӗпе хӑртать ӗнте…»
Хӑртрӑм, хӑртать — пурте вӗсем хӑрт сӑмахран пулса кайнӑ.
Хӑрт — пысӑк пуртӑ, ҫар пуртти, унпа вӑрман касма та, йывӑҫ кӑклама та лайӑх пулнӑ. Хӑртпа вӑрман кӑкланине хӑртни тесе каланӑ. Этеме сӑмахпа хӑртни — ҫивчӗ тимӗрпе касса татнӑ пекех калани.
Епле хитре чӗлхе! Сӑнарлӑх — кашни утӑмрах...
Хушса калани. Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххине е Скворцов редакциленӗ чӑвашла вырӑсла словаре пӑхсан, эпир чӑн та «хӑрт» сӑмаха тупатпӑр. Юлашкине вара Ашмарин словарӗнченех кӗнӗ пулас — ним улшӑнусӑр. Словарьте ӑна «секира», «алебарда», «сабля», «шашка», «сабля» сӑмахсемпе куҫарма сӗнеҫҫӗ.
Ҫавах та каласа хӑвармалли пурах: Ашмарин унсӑр пухне «хӑртӑ» вариантне те кӗртнӗ — кунта вара тӗплӗрех ӑнлантарса панӑ: «обоюдоострый топор, употреблявшийся в битвах»; «палка с топориком на конце».
«Антон Чехов чӑвашла» литература ӑмӑртӑвне (эпир ӑна чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне ӳстерес тӗллевпе йӗркелерӗмӗр) хаклама вӑхӑт ҫитрӗ. Пурӗ ҫак конкурса 7 куҫару ярса пачӗҫ. Ӑмӑртӑва Антон Чеховӑн ҫак хайлавӗсем хутшӑнӗҫ:
• 75000;
• Идеалист асаилӗвӗсенчен (Из воспоминаний идеалиста);
• Кӑшкӑру палли (Восклицательный знак);
• Кӳршӗсем (Соседи);
• Мунчара (В бане);
• Тӑван кӗтесре (В родном углу);
• Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя).
Хаклакансен йышӗнче паллӑ ҫыравҫӑсем пулӗҫ: Валери Туркай (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Антон Чеховӑн калавӗсене куҫарса кӗнеке те кӑларнӑ); Борис Чиндыков («Чувашский рассказ» куҫарусен пуххине хатӗрлесеччӗ), Арсений Тарасов. Тӑваттӑмӗш хаклавҫи вара — Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ертӳҫи — Николай (Аҫтахар) Плотников.
Аса илтеретпӗр, мала тухнисене эпир пӗчӗк парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр: 1-мӗш вырӑншӑн 3 пин тенкӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 2 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 1 пин тенкӗ. Кунашкал литература ӑмӑртӑвӗ пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Валери Туркай та хӑй енчен парнесен пуххине пуянлатас терӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене хӑйӗн ятӗнчен те парнесем пама шантарчӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли, вӗренмелли тата аталантармалли патшалӑх программине хатӗрлеҫҫӗ. Ку вӑхӑт тӗлне хатӗрленӗ программӑн проекчӗпе кунта паллашма пулать.
Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, тӗпчес тата аталантарас тӗллевпе хатӗрленӗ патшалӑх программишӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ пулӗ. Ытти министерствӑсем те айккинче тӑмӗҫ — вӗсем ҫак программӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ. Программӑн тӗп тӗллевӗсем: информаципе ҫыхӑну уҫлӑхӗнче чӑваш чӗлхи валли тулли условисем туса парасси, чӑвашла вӗрентмелли системӑна ҫӗнетесси, халӑх хушшинче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланассине ҫӗклесси, чӑваш йышлӑ пурӑнакан ытти тӑрӑхсенче чӗлхине упраса хӑварса аталантарма пулӑшасси тата ытти те. Программӑна 2021–25 ҫулсем хушшинче пурнӑҫа кӗртме тӗллев тарлаҫҫӗ.
Енчен те сирӗн ҫак программӑра мӗн те пулин курас килет пулсан, сирӗн сӗнӳсем пур пулсан — Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви (Программӑна калӑплама шаннӑ учреждени) вӗсене кӗтет.
Акӑ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫу уйӑхӗнчи ӗҫне те хак пама вӑхӑт ҫитрӗ. Пысӑках ҫитӗнӳсем тума май килмерӗ пулин те иртнӗ уйӑхри кӑтартуран иртме май килчӗ-килчех. Иртнӗ уйӑхра пирӗн лаборатори пурӗ 37 014 ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме пултарчӗ.
Тен, ку кӑтарту пысӑкрах та пулӗ пулӗччӗ, анчах та кӑшӑлвирус ӗҫлеме чӑрмантарни ҫав-ҫавах пирӗн ӗҫре те палӑрчӗ. Ҫавах та, наци вулавӑшӗ ӗҫлеменнине пула кӗнекесем тупма йывӑрланчӗ пулин те эпир вӗсене тупкаларӑмӑр — ҫапла май кӑтартусем те пӗчӗкех пулмарӗҫ.
Кӑшӑлвируса пула каннӑ вӑхӑтра пирӗн алла ытларах енӗпе Аркадий Гайдарпа Иван Тургенев хайлавӗсем лекрӗҫ. Аркадий Петрович хӑйӗн повеҫӗсене сыпӑксем ҫине пайлама юратманни пирӗн ӗҫе кӑшт йывӑрлатрӗ ҫав: калӑпӑшлӑ хайлавсене мӑшӑрлама ҫӑмӑлах мар. Ҫавах та ку ӗҫе эпир турӑмӑрах — «Параппанҫӑ кун-ҫулӗ», «Тимурпа унӑн команди» паянхи куна илсен мӑшӑрланнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Вӑрҫӑ секречӗ» мӑшӑрланать (унта 3 пин ытла пуплевӗш).
Наци вулавӑшӗ майӗпен ӗҫлеме пуҫланине кура эпир те ҫӗнӗ кӗнекесемпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Пирӗн умра халь Николай Островскийӗн «Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» тата «Тӑвӑлпа ҫуралнисем» хайлавӗсем, Иван Тургеневӑн «Умӗн» тата «Ҫурхи шывсем» кӗнекисем выртаҫҫӗ.
Чӑваш поэзийӗн классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа паян 130 ҫул ҫитрӗ. Кӑшӑлвирус саманинче пурӑнман пулсан поэтӑн юбилейне Чӑваш Енре сумлӑн, халӑхпа уявлатчех ӗнтӗ. Халӗ вара мӗнпур мероприятие пӗччен-иккӗн тенӗ пек тата тӗнче тетелӗнче ирттерме тивет.
Аса илтерер: Консантин Иванов 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Музыкӑпа тата живопиҫпа кӑсӑкланнӑ. Кӗске ӗмӗрӗнче «Тимӗр тылӑ», «Тӑлӑх арӑм», маларах каланӑ «Нарспи» йышши хайлавсене ҫырса ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш литературийӗнче вӑл тӑлмачӑ пулса йӗр хӑварнӑ. М. Лермонтов, Н. Некрасов, А. Кольцов, Н. Огарев, к. Бальмонт хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Олег Николаев паян ирттернӗ пысӑк пресс-конференцире чӑваш чӗлхипе культурине упраса хӑварас ыйту та пулчӗ. Чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас тӗллевпе йышӑнма палӑртнӑ программӑна (ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттернӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Олег Николаев палӑртнӑччӗ) туса хатӗрлесси мӗнле пынипе, программӑшӑн кам яваплипе кӑсӑкланчӗҫ.
Олег Николаев программӑна туса хатӗрлессишӗн виҫӗ ведомство: Вӗренӳ, Информополитика, Культура министерствисем – яваплине пӗлтерчӗ. Республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсене те ҫак ӗҫе явӑҫтарнӑ.
«Халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне кӑсӑклантаракан программа пулмалла вӑл», – тенӗ май утӑ уйӑхӗнче хатӗрлесе ҫитермеллине палӑртрӗ Олег Николаев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |